Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Зверев Яков Львович

Зверев Яков Львович (псевдонимӗ — «Арслан») — чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. 1910 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Шетмӗ (халь Ишлӗ-Шетмӗ ялне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ. 1982 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.

Пурнӑҫӗ

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хӑйӗн ирӗкӗпе тухса каяс умӗн 6 ҫул хушши ачасене вӗрентнӗ. Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче салтакран офицер таран ӳссе ҫитнӗ — полкри штаб начальникӗн пулӑшуҫи пулнӑ. Вӑрҫӑра аманнӑ, «Паттӑрлӑхшӑн», «Мускава хӳтӗленӗшӗн» медальсене тивӗҫнӗ.

1946 ҫулта вӑрҫӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн Первомайски парти райкомӗнче кадрсен ыйтӑвӗпе ӗҫлекен секретарь, иккӗмӗш секретарь пулса ӗҫленӗ. 1950 ҫулсен пуҫламӑшӗнче Ишлӗ шкулӗн директорӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех ӑна Жданов ячӗллӗ колхоз председательӗн вырӑнне шанса панӑ.

Пӗр хушӑ Ҫӗпӗрте пурӑннӑ. Унтан таврӑнсан Шупашкарта радиокомитетра ӗҫленӗ.

Пултарулӑхӗ

Яков Львович «Авангард» хаҫата никӗслекенсенчен пӗри шутланать.

Вӑл калавсем ҫырнӑ, вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ. Куҫарнисем:

  • «Вилӗм утравӗ (Александр Зуев, 1941);
  • «Чыса ҫамрӑкран упра» (Аркадий Первенцев, 1952).

Каҫӑсем


 
Категорисем: Тӑлмачсем, Авангард
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2021-05-01 20:08:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1382 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем